Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Каҫар, анне (И. Абанникова)

— Эпир кам, эпир кам?.. Пире хирӗҫ тӑракан, тӑракан.., — ҫухӑрашса пырать шартлама сивӗ кун юр хусе лартнӑ ҫуна ҫулӗ тӑрӑх аллӑран иртнӗ арҫын. Хӑлаҫланать, тайкаланать, ҫул ҫине тӑрӑна-тӑрӑна каять. Усал сӑмахӗсемпе ятлаҫа-ятлаҫа илет, хушшӑн-хушшӑн юрӑ ӗнӗрлеме хӑтланать. «Вӗлеретӗп! Эп сире-и?» — такампа ятлаҫать.
Тӳнсе кайрӗ те тӑраймарӗ, малтанах темӗн мӑкӑртаткаларӗ, кайран сасси те илтӗнми пулчӗ, кӑштах вӑхӑт иртсен юр лартрӗ, ҫын курӑнми те пулчӗ.
— Ӑҫта ҫухалса ҫӳрет-ши, асатте ҫулне те ҫитрӗ, ҫемйипе пурӑнма пӗлеймерӗ. Ҫемйи чӑтайманнипе тухса кайрӗ. Мӑнуксем те пысӑкланса кайрӗҫ пуль — кайнӑ чухне асли те пилӗк ҫулта ҫеҫчӗ. Мӗнле пурӑнаҫҫӗ-ши? Кама хыврӗ-ши ку? Хам ҫынсемпе ятлаҫса-ҫапӑҫса курман, кӳршӗсемпе те йӗркеллех пурӑннӑ. Кинпе те — шӑкӑл-шӑкӑл. Ашшӗ те ҫур ӗмӗр хушшинче ман ҫине те, ачасем ҫине те алӑ ҫӗклемен. Ҫав тери ачаш пӑхрӑмӑр-ши кӑна? Ыттисем йӗркеллӗ ҫынсемех пулчӗҫ. Ывӑлӗ те, хӗрӗ те ҫемйисемпе, кӳршӗ-аршӑпа та йӗркеллех, ӗҫре те хисӗплеҫҫӗ. Ку этем ӗретлӗ пурӑнма пӗлмерӗ: ҫемйи те тухса тарчӗ, куршӗсене те сивӗтрӗ, нимӗнле ӗҫре те тытӑнса тӑраймарӗ. Халӗ ӑҫта сулланса ҫӳрет-ши, ҫанталӑкӗ те сивӗ, ӳсӗрскер таҫта ҫул ҫинче выртмасть-ши? — шухӑшласа утрӗ ватӑ хӗрарӑм.
— Каллех ывӑлна шыратӑн-и, хӑвна пӗр йӗркеллӗ кун кӑтартмасть, кӑн-кӑвак пит-куҫпа ҫӳретӗн, хуптар эс ӑна тӗрмене. Хӑвна та, ял-йыша та ҫӑмӑлрах пулать. Миҫе ҫынна хӗнерӗ — пур-пӗрех хӗрхенеҫҫӗ. Айӑпламаннине кура иртӗхсех кайрӗ, ҫынна вӗлерме те пултарать вӑл, — сӑмах хушрӗ хирӗҫ пулнӑ арҫын.
— Тӗрӗсех калатӑн-ха, анчах та тӑван ывӑл-ҫке...
— Сана вӑл тӑван амӑшӗ вырӑнне хурать-и? Чире вӑхӑтра сыватас пулать, унсӑрӑн шала каять. Кайран чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук.
Больницӑри палата. Чирлӗ ывӑлӗ умӗнче амӑшӗ ларать.
— Ху айӑпна пула ҫак инкеке ҫаклантӑн вӗт-ха. Ҫын пек пурӑн тесе миҫе каларӑм сана. Хӑвӑн куштанлӑхна пула ҫемйӳсӗр тӑрса юлтӑн, чутах шӑнса вилмен вӗт-ха. Йӗркеллӗ пурӑнсан ачусем те, мӑшӑру та таврӑнӗҫ.
— Нимех те пулман вӗт-ха, пӗр-ик эрне сывалатӑп та — сып-сывах пулатӑп. Арӑм вӑл темех мар — тепре те тупма пултаратӑп. Эп хам ӗҫлесе ҫиетӗп вӗт, вӑй пур ман, ҫынран пулӑшу кӗтместӗп.
Ҫулран инҫех мар ҫӑва. Йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Вил тӑприсем ҫинче чечексем ӳсеҫҫӗ. Хӑшне-пӗрне ҫум пусса илнӗ. Кам кӑна ҫук-ши кунта, вилӗм никама та хӗрхенмест: ватти те, вӗтти те, яшши те, вӑй питти те, арҫынни те, хӗрарӑмӗ те. Ҫулланнӑ арҫын вил тӑпри умӗнче тӑрать, амӑшӗн сӑн ӳкерчӗкӗ ҫине пӑхать, тӑпра ҫинчи ҫумне тата-тата пӑрахать. Куҫӗнчен ҫутӑ тумламсем юха-юха анаҫҫӗ, аллинче эрех кӑленчи.
— Каҫар, аннеҫӗм, сан ывӑлу пулма тивӗҫ пулмасан та, каҫар. Анне... Паянхи кун эсӗ мана кӗтсе илмеллеччӗ вӗт-ха, ватӑ марччӗ, пурӑнмаллаччӗ сан, чирлеменччӗ те вӗт, пурӑнмаллаччӗ... Анчах... Каҫару ыйтма тивӗҫӗм ҫук пулсан та — каҫарсам. Чӗрӗ чух ыйтмаллаччӗ, халӗ мар, пӗлетӗп. Пур чухне упрама пӗлместпӗр, мӗн пулса тухасси пирки шухӑшламастпӑр, ҫухатсан кӑна ҫын хакне ӑнланса илетпӗр? Мӑнуксемпе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса утас чухне ҫӗр айне кӗрсе выртрӑн??? Ачамсене те курманни нумай пулать. Ҫитӗнсе те ҫитрӗҫ пуль?
Аннеҫӗм, тӗрӗсех ятлаттӑн эс мана. Эпӗ, тӑван ывӑлу, санӑн тӑшману пултӑм. Эрех, ытла та хӑватлӑ-ҫке, ман пурнӑҫа вӑлах пӗтерчӗ.
Арҫын кӗленчене тытса пӑхса тӑчӗ, аллипе хыттӑн пӑчӑртарӗ, ҫапса ҫӗмӗрес тесе ҫӗклерӗ, анчах та аллине вӑйсӑррӑн лаш усрӗ:
— Ҫук, эп сан умӑнта вӑйсӑр.
...Таҫтан пӗчӗк ҫумӑр пӗлӗчӗ килчӗ, шӑпӑр-шӑпӑр тумламсем ӳкме пуҫларӗҫ. Шултра тумламсем ҫӗре патлатрӗҫ. Палӑк ҫинчи амӑшӗн пит ҫӑмарти тӑрӑх икӗ хура йӗр юхса анчӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-02-11 18:48:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4932 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем